«Пурăн, çут çанталăк!» ÿкерчĕксен конкурсĕ

«Пурăн, çут çанталăк!» ÿкерчĕксен конкурсĕ

Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен пурнăç та пĕтет. Вăрмансене касса пĕтерни, çÿп-çап куписем ÿссе пыни – пысăк хăрушлăх палли. Этемлĕх пуласлăхĕ çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăрать. Унăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем пур. Вĕсене пирĕн пăхăнса пурăнмалла.

            Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пурăн, çут çанталăк!» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ку конкурса 1-6-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Çак мероприятии вăхăтĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма пултарчĕ. Хавхаланса ÿкернĕ ĕçĕсемпе пĕр-пĕрне паллаштарчĕç, ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Жюри членĕсем никама та кÿрентермен, пурне те парнепе хавхалантарма йышăннă.

Источник: Ильина О.В.