Мӗн? Ӑçта?Хӑçан?» вӑйӑ

Мӗн? Ӑçта?Хӑçан?» вӑйӑ

     Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 5-мӗш классем хушшинче  «Мӗн? Ӑçта?Хӑçан?» вӑйӑ иртрӗ. Ачасем ушкӑнсем ҫине пайланчӗҫ. Вăйăра çакăн пек темăсем пулчĕç: «Тупмалли юмах», «Шÿтлĕ ыйту», «Чăваш чĕлхи», «Литература», «Кулӑш – ӗҫре пулӑш». Ачасем хаваспах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, шӱтлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, чӑваш чӗлхи грамматикине те аса илчӗҫ, чӑваш литератури ҫинчен те манмарӗҫ.

   Вӑйӑ пурне те питӗ килӗшрӗ. Ҫакӑн пек вӑйӑсем ачасене пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтараҫҫӗ, тимлĕ пулма, туслăха хаклама вĕрентеҫҫӗ.

Источник: Дмитриева В.Т.