«Манӑн ҫемье – манӑн тӗрек»

    Шкул ачисен пултарулăхне тупса палăртас, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес, тӑван ҫынсене, атте – аннене хисеплеме, юратма, вӗсене пулӑшма вӗрентес  тĕллевпе ака уйăхĕн 26–мĕшĕнче пирӗн  шкулта «Манӑн ҫемье – манӑн тӗрек» темăпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Сăвă вулама 1-6-мĕш классенче вĕренкенсем кăмăл турĕç. Ачасем пӗринчен тепри маттур та ӑста. Сăвăсене чун туйăмĕпе илемлĕ вуласа парса куракансен чун-чĕрине тыткăнларĕç. Конкурса хутшӑнакансем пурте хисеп хучӗсем тата парнесем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Ачасем питӗ маттур!

   Ачасене конкурса хутшӑнма хатӗрленӗшӗн вӗрентекенсене тав сӑмахӗ калатпӑр. Малашне те тӑван чӗлхене юратса вӗренер. 

Источник: Дмитриева В.Т.