Чăваш чĕлхи кунне халалланă эрнелӗхе вĕçлени

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Вăрнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи кунне халалланă эрнелĕх  вĕçленчĕ. Эрне хушшинче тĕрлĕ вӑйӑсем, викторинăсем, ӱкерчĕксен конкурсĕ, алă ĕçĕсен куравĕ иртрĕ. Çавăн пекех ачасем савăк юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ сăвăсем янăраттарчĕç, ташăсемпе савăнтарчĕç. Чӑваш чӗлхи эрни пирӗн чӗлхе мӗн тери янӑравлӑ та ҫепӗҫ пулнине кӑтартса пачӗ. Кăсăклă та пуян иртрĕ уяв. Эпир хамăрăн тăван чĕлхепе Иванова, Çеçпĕле, Ухсайпа Хусанкая вулама пултарнишĕн телейлĕ. Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл - пирĕн малашлăх.

Источник: Ильина М.В.