«Тавçăруллă вĕренекенсем» викторина

Кашни халăх чӗлхи - турӑ панӑ пуянлӑх. Пирĕн тӑван чӗлхе - чăваш чĕлхи. Ӑна упрасси - пирĕн тивӗҫ. Ҫак куна халалласа 7-мĕш классем хушшинче «Тавçăруллă вĕренекнсем» викторина иртрӗ. Ыйтӑвӗсем тӗрлӗ темӑпа пулчӗҫ: «Чӑваш Республикин картти тӑрӑх ҫулҫӳреве кайни», «Чӑваш халӑх историйӗ, йӑли-йӗрки», «Чӑваш Республикинчи ӳсен-тӑрансем, чӗр чунсем», «Чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ», «Чӑваш Республикинчи паллӑ ҫынсем». Ачасем интересленсех ыйтусене хуравларӗҫ, йывӑрлӑх сиксе тухсан та алӑ усмарӗҫ. Кашни класран чи  маттуррисене палӑртрӑмӑр.

Вӗренекенсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмне, пултарулӑхне кăтартрĕç.

Источник: Ильина О.В.