Чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçни

     Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр. «Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев. 

     Ачасем хушшинче «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» ятпа викторина вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăйăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Уйрăмах ачасене тĕрлĕ йышши пуçватмăшсемпе ребуссем килĕшрĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.

Источник: Ильина М.В.